1717 | Арӑслан кайӑкӗ ӑмӑрт кайӑкне тапӑнать. | Арӑслан |
1718 | Арӑслан шӑшипе ҫапӑҫмасть. | Арӑслан |
1719 | Арӑсланӗ ҫывӑрсан та хӑрах куҫӗпе хӑрах хӑлхи хуралта теҫҫӗ. | Арӑслан |
1720 | Арлан пулсан шӑтӑк пур, ял пулсан куштан пур. | Арлан |
1721 | Арлан та хӑй йӑвинче арӑслан. | Арлан |
1722 | Арлан та ют йӑвана сӗтӗрмест, | Арлан |
1723 | Арлан шӑтӑкӗ патӗнче те арлан курӑкӗ анчах ӳсмест. | Арлан |
1724 | Арланпа куштан пӗртӑван. | Арлан |
1815 | Арман патне вӗреннӗ йытӑ ҫавӑнталлах туртӑнать теҫҫӗ. | Йытӑ |
1816 | Арман патне вӗреннӗ йытӑ унтах вилет теҫҫӗ. | Йытӑ |
1712 | Аслӑк айӗнчи автан ахаль авӑтмасть. | Автан |
2207 | Ӑйӑр кукалесе арлан тӑпри кӑларнӑ. | Ут — Лаша |
2208 | Ӑйӑр ташласчӗ тет, лаши мӗнле тӑрантарас тет. | Ут — Лаша |
2209 | Ӑйӑра кӗсре пултӑр, ясара пасар пултӑр. | Ут — Лаша |
2210 | Ӑйӑра сӗлӗ юсать. | Ут — Лаша |
2211 | Ӑйӑра тӑрантас кӳлнӗ, кӗсрине сухапуҫ кӳлнӗ. | Ут — Лаша |
2212 | Ӑйӑрне лӑпкаҫҫӗ, лашине ҫапаҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2214 | Ӑйри — вӑй нумай тет, хуҫи — ҫиме пӗтрӗ тет. | Ут — Лаша |
2215 | Ӑйри кӗҫенсен кӗсри пырать. | Ут — Лаша |
2163 | Ӑҫта упа, унта тирӗ. | Упа |
1725 | Вӑкӑр вӑйӗ упа вӑйне парӑнман. | Вӑкӑр |
1726 | Вӑкӑр йышне пуҫӗ ҫук. | Вӑкӑр |
1727 | Вӑкӑр мӑйракипе тӑпра чавать те, тӑпри хӑй ҫине ӳкет | Вӑкӑр |
1728 | Вӑкӑр пуҫӗ ҫиес тесе вӑтӑр ҫухрӑм утас мар. | Вӑкӑр |
1729 | Вӑкӑр та вӑйне кура мӗкӗрет. | Вӑкӑр |
747 | Вӑкӑр чава-чава хӑй ҫине тӑпра купалать тет. | Вӑкӑр |
1730 | Вӑкӑр чавать те хӑй ҫинех купалать. | Вӑкӑр |
1731 | Вӑкӑр чунӗ кашкӑра теҫҫӗ. | Вӑкӑр |
1732 | Вӑкӑрла вылясан майрака тухать. | Вӑкӑр |
1733 | Вӑкӑртан мал енчен, лашаран кай енчен, усалран пур енчен те сыхланма хушнӑ. | Вӑкӑр |
1962 | Вӑрман кашкӑрӗ вӑрманаллах пӑхать. | Кашкӑр |
1817 | Вӗре пӗлмен йытӑ яла кашкӑр кӳнӗ. | Йытӑ |
2216 | Вӗренти утран ирӗкри ут апат ыйтать. | Ут — Лаша |
2164 | Вӗрентсен упа та ташӑ вӗренет. | Упа |
1818 | Вӗрмен йытӑ хытӑ ҫыртать. | Йытӑ |
1819 | Вӗшле йытӑ — ырхан, мӑран кушак — мӑнтӑр. | Йытӑ |
2217 | Вуник тиха турӑм, мӑйӑмран хӑмӑт тухмарӗ. | Ут — Лаша |
1648 | Выльӑх айӑплӑ мар, хуҫи айӑплӑ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1649 | Выльӑх апатсӑр пурӑнмасть. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1650 | Выльӑх вилет — тир юлать, этем вилет — ят юлать. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1651 | Выльӑх выртнӑ вырӑнта тӗк юлать. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1652 | Выльӑх куҫӗ витӗр курат теҫҫӗ, этем куҫне курӑнман усалсене те курат тет. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1653 | Выльӑх куҫӗ этем куҫӗнчен вичкӗнрех. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1654 | Выльӑх сӑнран ватӑлмасть. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1655 | Выльӑх ҫумне выльӑх хутшӑнать. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1656 | Выльӑх та ӗмӗрӗнче виҫҫӗ тутӑ пулнӑ тет. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1657 | Выльӑх тени ҫылӑхсӑр чун. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1658 | Выльӑх туянма укҫа анчах мар, телей те кирлӗ. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1659 | Выльӑх усрас тесен апатне те ан хӗрхен. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |
1660 | Выльӑх хуҫине хӗрхенмест, ытла тутлӑ ҫитерсен хӑйне ҫӗмӗрсе суран тӑвать. | Килти чӗрчун — Тискер чӗрчун |